Мускаври «Обелиск» шырав отрячӗ Степан Иванович Зайцев тӑванӗсене шырать. Вӑл — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ аттелӗх вӑрҫине хутшӑннӑ. 10-мӗш ҫарӑн 255-мӗш стрелок полкӗн йышӗнче пулнӑ.
«Чӑваш Енри Канаш районӗнчи Караклӑ ял тӑрӑхӗнчи Караклӑ ялӗнче пурӑннӑ Степан Иванович Зайцев тӑванӗсене унта шыраса тупма май килмерӗ. Ҫапах та унӑн ҫывӑх ҫыннисем Чӑваш Енрех пурӑннине шанас килет», – тесе ҫырнӑ шырав отрячӗн командирӗ Михаил Поляков.
1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫырнӑ «Донесения о безвозвратных потерях» текен ҫӑлкуҫра Зайцевӑн ял ятне йӑнӑшпа «Кувырки», районне «Калирский район» тесе кӑтартнӑ.
Степан Иванович мӑшӑрӗн ячӗ – Анастасия Федоровна Зайцева.
Степан Зайцев 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫ хунӑ. Шырав отрячӗн хастарӗсем ҫар ҫыннин тӑванӗсене унӑн япалисене парасшӑн тата ӑна ӑҫта пытарнине пӗлтересшӗн.
Чӑваш Енре ҫанталӑк самай сивӗ тӑрать. Шел те, ҫак кунсенче инкек те пулнӑ: пӗр ҫын шӑнса вилнӗ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш районӗнчи пӗр ялта хӗрарӑм килӗ умӗнчех шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине пӳрчӗ ҫумӗнчи ҫырмара тупнӑ. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Асӑрханӑр: канмалли кунсенче синоптиксем ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Сывлӑш температури 23 градус сивве ҫитмелле.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра пурӑнакансем ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме пуҫларӗҫ. Аса илтерер: ку тӳлев 1 ҫын пуҫне 74,44 тенкӗпе танлашать. Ку ҫӗнӗлӗх чылай ҫынна тавлаштарнӑ. Ара, чылай ялта ҫӳп-ҫапа пӗмешкӗн контейнер та ҫук-ҫке.
Контейнер лартман пулсан укҫа тӳлемелле мар, кун пек чухне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн акт тумалла та ӑна регионти оператора памалла. Лешӗ куншӑн перерасчет тӑвать. Кун пирки «Экоцентр» МВК» тулли мар яваплӑ общество пӗлтерет.
Тӗрӗссипе, ку реформа пирки чылай маларах калаҫма пуҫланӑ. Апла пулин те пур ял тӑрӑхӗ те хатӗрленсе ҫитеймен, ялсенче контейнерсем лартман. Вырӑнти пуҫлӑхсен халӑхпа пуху ирттермелле, унта контейнер лартса ҫӳп-ҫапа хӑш вырӑна пӑрахассине татса памалла пулнӑ.
Регионти оператор пӗлтернӗ тӑрӑх, 291 ял тӑрӑхӗнчен 171-шӗ кӑна кун пирки сведени панӑ. Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Канаш, Вӑрмар, Муркаш, Куславкка районӗсем васкамаҫҫӗ-мӗн.
Иртнӗ эрнекун «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» ҫул ҫинче лашасем машина айне лекнӗ. Вӗсем Канаш районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗнчен тухса тарнӑ-мӗн. Виҫӗ лаша вӑрмантан ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
48 ҫулти водитель, сӗт турттараканскер, лашасене курсан тӑрук чарӑннӑ, ҫапах виҫӗ урхамах урапа айне лекнӗ. Пӗри ҫавӑнтах вилнӗ, тепри вӑйлӑ аманнӑ, ӑна фермер пусса какая янӑ.
Виҫҫӗмӗш лаша вара ҫӑмӑл автомашина ҫине лекнӗ. Унӑн водителӗ ку кӗтмен ҫӗртен пулнӑран шок тӳснӗ. Юрать, лаша аманман, хӑраса ӳкнӗскер тӑнӑ та вӑрманалла чупса тарнӑ.
Ӗнер Чӑваш Патшалӑх Канашне ачасене йыхравланӑ. Икӗ районти икӗ ачана. Вӗсемпе тӗрлӗ шайри тӳре-шара курнӑҫнӑ: РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов, Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Елена Сапаркина, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов, Чӑваш Енӗн Общество палатин ертӳҫи Алексей Судленков, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Рафинов.
Пысӑк пукан йышӑнакан ҫынсен тимлӗхне, вӗсен ӑшӑ сӑмахне Вӑрнарти И.Н. Никифоров ячӗллӗ 1-мӗш вӑтам шкулта 5-мӗш класра вӗренекен Данила Новиков тата Канаш районӗнчи Карӑклӑри вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Иван Андреев тивӗҫнӗ. Вӗсем мирлӗ вӑхӑтра паттӑрла ӗҫ тунипе палӑрнӑ. Раҫҫейри ҫӑлавҫӑсен союзӗ шыва путакан икӗ ачана пулӑшнӑ Данилӑна «Ҫӑлавра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн», шыв люкӗнчен ачана тухма пулӑшнӑ Ивана «Пурнӑҫа ҫӑлнӑшӑн» медальсемпе чысланӑ.
2019 ҫулта Чӑваш Енре ялсенче вырнаҫнӑ 30 шкулта спортзала юсӗҫ. Ку тӗллевпе федераци хыснинчен - 28,2 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 902 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку ӗҫе муниципалитетсем те тӳпе хывӗҫ.
Улатӑр, Патӑрьел, Элӗк, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Тӑвай районӗнсенче икшер шкула юсаса ҫӗнетӗҫ. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Елчӗк тата Вӑрмар районӗсенче пӗрер шкул валли укҫа уйӑрнӑ. Канаш тата Етӗрне районӗсем чи телейлисем – вӗсенче виҫшер спортзал ҫӗнелӗ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре юлашки 5 ҫулта 150 шкулта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Хальлӗхе вӗренӳ учрежденийӗсен 7 проценчӗ вуҫех те спортзалсӑр.
Чӑваш Ен ертӳҫисем «Мускав – Чулхула – Хусан» автоҫул валли ултӑ районта ҫӗр уйӑрма палӑртаҫҫӗ. Объекта «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» транспорт коридорӗ проекта пурнӑҫланӑ май тӑвасшӑн.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ТАСС хыпарланине ӗненсен, Китайпа Чӑваш Ене ҫыхӑнтаракан автомобиль ҫулӗ валли Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсенче «Мускав – Чулхула – Хусан» ҫул валли ҫӗр уйӑрмалла.
Мускавран Хусана каякан автомагистраль тӑршшӗ 729 км пулмалла. Ӑна тума 550 млрд тенкӗ уйӑрмалла. Ҫула 2024 ҫул тӗлне туса пӗтересшӗн.
Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче ку проекта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «аслӑ стройка» тесе хакланӑ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче пулнӑ хӑрушӑ авари пирки халӗ те хӗрсех калаҫаҫҫӗ, форумсенче сӳтсе яваҫҫӗ. Унта миҫе ҫын вилни пирки тӗрлӗ информаци пулчӗ: малтан – 8, унтан – 11, кайран – 13… Хӑшне ӗненмелле?
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов Чӑваш наци телекуравӗн корреспонденчӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх (паян 18 сехетре тухнӑ «Республика» хыпарсен кӑларӑмӗ), аварире 11 ҫын вилнӗ, тепӗр виҫҫӗшӗн сывлӑхӗ йывӑртарах (пӗрин вара питӗ япӑх), виҫӗ ҫын нейрохирурги уйрӑмӗнче сипленет.
Микроавтобус салнӗнче миҫе ҫын пулнӑ? Тӗнче тетелӗнче 21 ҫын текен те тупӑннӑ. Хальлӗхе официаллӑ ҫӑлкуҫсем кун пирки пӗлтермен. Ӗнер «Россия 24» телеканалпа микроавтобус водителӗ те вилнӗ тесе хыпарланӑ. Вӑл вилмен, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ (ҫынсене илсе ҫӳренӗ чухне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерменшӗн). Водитель Канашра 5э маршрут ҫинче ӗҫлет. Мускава кайма тухнӑ ҫынсем водителе BlaBlakar сарӑм урлӑ тупни пирки те калаҫакан тупӑннӑ. Ку информацие ҫирӗплетмен.
Хӑш-пӗр сайтра микроавтобус ҫине фура кӗрсе кайни пирки хыпарланӑ. Чӑннипе вара самосвал, Мерседес маркӑллӑскер, пырса кӗнӗ. Вӑл «ТУС» строительство команин пулни пирки малтан иккӗленсе калаҫрӗҫ.
Сирире чӑваш каччи вилни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ил-80 самолета Сирири ПВО персе антарнӑ. Унта Раҫҫейри 15 ҫар ҫынни вилнӗ. Вӗсен йышӗнче Канаш районӗн арҫынни Григорий Зиновьев та пулнӑ. Вӑл 34 ҫул кӑна тултарнӑ.
Григорий Зиновьева тата унпа пӗрле самолетра пулнӑ юлташӗсене Паттӑрлӑх орденӗпе чыслӗҫ. Ҫемйисене вара пулӑшӗҫ.
«Советская Чувашия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Григорий Зиновьев аслӑ сержанта Мускав ҫывӑхӗнчи федераци ҫар асӑну масарӗ ҫинче пытарӗҫ. Вӑл вӗреннӗ Канашри педагогика колледжӗ ҫине вара ӑна асанса хӑма ҫакӗҫ. Григорий Зиновьев унта икӗ ҫул пӗлӳ илнӗ.
Канаш районӗнчи Кайӑкъяль ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксене халалласа лартнӑ палӑка йӑвантарса янӑ. Ҫакӑ вырӑнти халӑха самаях пӑшӑрхантарнӑ. Пӗлсе ҫитер: тен, вандалсем вӗсем патне те ҫитнӗ?
Ку пӑтӑрмаха РОВД уҫӑмлатма пуҫланӑ. Канаш район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вандализм пирки калама иртерех-ха. Палӑка ҫӗмӗрмен, плитана йӑвантарса янӑ кӑна. Палӑк патӗнче арҫын ачасем вылянӑ-мӗн. Ҫапла пӗлтернӗ вырӑнти администраци ертӳҫи.
Район администрацийӗ палӑка юсамашкӑн специалистсене чӗннине пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ку ӗҫе вӗҫлӗҫ. Эппин, ҫынсен пӑшӑрханма кирлӗ мар.
Каласа хӑвармалла: ку палӑка пӗлтӗр кӑна уҫнӑ. Ӑна тумашкӑн ял халӑхӗнчен укҫа пухнӑ. Спонсорсем те тупӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.